Чӑваш Енри ҫамрӑк хоккеистсем Пӗтӗм Раҫҫейри "Ылтӑн шайба" ӑмӑртуран ҫӗнтерӳпе таврӑнчӗҫ

Пушкӑртстанра иртнӗ турнирта ял командисен йышӗнче Елчӗк районӗн ушкӑнӗ пӗрремӗш вырӑна тухрӗ.

Финалта пирӗн хоккеистсем Вологда облаҫӗнчи "Олимп" клубпа тупӑшнӑ. Пӗрремӗш гол елчӗксем кӗртнӗ, иккӗмӗш тапхӑрта хирӗҫ тӑракансем шута танлаштарнӑ. Апла пулин те вӑйӑн юлашки минучӗсенче пирӗннисем ҫӗнтерӳҫӗ шайба кӗртме пултарнӑ.

 

Алена Артемкина, Алиса Александрова, Петр Никифоров