Чӑваш Енри 2 шкулта Севастопольти "35-мӗш ҫыран батарейинчен" илсе килнӗ тӑпра упранма пуҫлӗ 

Вӗсем - Элӗкри  Иван Яковлев ячӗпе хисепленекен тата Пӑрачкаври вӑтам шкулсем. Сӑваплӑ ӗҫе ҫак районсенчен тухнӑ вӑрҫӑ паттӑрӗсене, Севастополе хӳтӗленӗ Совет Союзӗн Геройне Мирон Ефимова тата Михаил Бочкарев контр-адмирала халалланӑ.

Херсонес ҫурутравӗ ҫинче вырнаҫнӑ асӑну комплексӗ совет халӑхӗн тӗлӗнмелле паттӑрлӑхне упрать. Вӑл тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Севастополе хӳтӗленӗ юлашки чикӗ пулнӑ. 1942-мӗш ҫулта кӑна кунта 40 пин ытла салтак юн тӑкнӑ. Ку тӑрӑхра хулана хӳтӗлесе пуҫ хунисен шӑммисене халӗ те тупаҫҫӗ. Паттӑрлӑх юнӗпе сӑрхӑннӑ ҫӗре Чӑваш Ене парасси Чӑваш наци конгресӗн Крымпа Севастопольти уйрӑмӗн ертӳҫин Андрей Яковлевӑн шухӑшӗ пулнӑ. Ҫапӑҫусем пынӑ вырӑнти тӑпрана вӑл вырӑнти хастарсемпе пӗрле гильзӑсем ӑшне тултарса Чӑваш Ене чыслӑн ӑсатрӗ.

 

Алексей Енейкин