Чӑваш Енре туризма аталантарассипе тӗллевлӗ ӗҫлеҫҫӗ

Республикӑра мӗн кӑсӑкли пуррине кӑтартма ҫак кунсенче ятарлӑ ҫулҫӳрев йӗркелерӗҫ. 

Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнче пинрен сахалрах ҫын пурӑнать. Туризм маршручӗпе ҫӳрекенсене кунта ҫӑкӑр тӑварпа хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ. Ку ялта пурӑнакансем чӑваш йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшаҫҫӗ: ӗҫре те хастар, уявра та хаваслӑ. Мӑкӑр историйӗ пуян.Туристсем валли Леонид Михайлов таврапӗлӳҫӗ  экскурси ирттерчӗ. Ун сӑмахӗпе яла 17-мӗш ӗмӗрте никӗсленӗ. Ку кӗтес пирки республика тулашӗнче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Курма килекенсене уйрӑмах ҫӳллӗ те капмар кӗпер илӗртет. 
Туристсен тепӗр юратнӑ вырӑнӗ - Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑлти Андриян Николаев ячӗллӗ  космонавтика музейӗ.

 

Алена Артемкина, Дарья Паскарюк, Никита Углев, Вадим Владимиров