Чӑваш Енре тӑваттӑмӗш ҫул "Ачалӑх вунӑҫуллӑхӗ" федераци программи пурнӑҫланать

Унӑн тӗллевӗ - кашни ачана тӗрлӗ енлӗн аталанма тата сипленме тивӗҫлӗ майсем туса парасси. Иртнӗ ҫулсенче республикӑра ку енӗпе мӗнле ҫитӗнӳсем пулнӑ тата ҫывӑх вӑхӑтра мӗн тума палӑртнӑ? Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура сӑмах пычӗ. 

Чӑваш Енре ӳсекен ӑрӑва пӗлӳ илме, тӗрлӗ енлӗн аталанма, сипленме, канма патшалӑх тивӗҫлӗ майсем туса пама тӑрӑшать. Ҫулсерен ку тӗлӗшпе чылай  программа пурнӑҫа кӗрет. Культура министерствин кӑтартӑвӗпе, иртнӗ виҫӗ ҫулта кӑна  ача-пӑча ӳнер шкулӗсенче ӑсталӑхне туптакансен йышӗ 4 процент ӳснӗ. Хушма пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсене кашни ҫулах ҫӗнетсе тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн валли федераци тата республика хыснисенчен укҫа уйӑраҫҫӗ. Ларура сывлӑхӗ хавшакрах ачасем пирки те сӑмах пычӗ. Сусӑрсене ҫитӗнтерекен ҫемьесене патшалӑх пысӑк тӗрев кӳрет. "Ачасене аталантарнипе пӗрлех вӗсене малашне пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илме, килӗшекен ӗҫ тупма пулӑшмалла", - пӗтӗмлетрӗ Олег Николаев.  Министерствӑсене ҫак енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлеме хушрӗ.

 
Елена Дмитриева, Дарья Паскарюк, Виктор Степанов