Чӑваш Енре сасӑлав иртнӗ тесе йышӑннӑ

Кун пирки Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков паян ирхи 6 сехетре йӗркеленӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ. Аса илтеретӗп, республикӑра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен суйлавӗсем пулчӗҫ. 

Ҫапла вара малтанхи пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, сасӑлава мӗн пур суйлавҫӑсен 55 проценчӗ хутшӑннӑ. Чи пысӑк хастарлӑх елчӗксем, хӗрлӗчутайсем тата красноармейскисем кӑтартнӑ. Ку районсенче суйлавҫӑсен 90 яхӑн проценчӗ суйлава пынӑ. Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче вара ку кӑтарту самай пӗчӗкрех.  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗнче чи нумай сасӑ ҫак тивӗҫе вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пуҫтарнӑ. Уншӑн  75,59 процент сасӑланӑ.  Иккӗмӗш вырӑнта КПРФ хастарӗ Александр Андреев - унӑн 10  процент ытларах, виҫҫӗмӗш - ЛДПР партири Константин Степанов — 5,48 процент. "Пенсионер партийӗнчен" тупӑшнӑ Николай Степанов — 3,51, Сергей Матвеев "Раҫҫей патриочӗ" 2,13 процент сасӑ пухнӑ. Ку бюллетеньсен 94 процентне шутланӑ хыҫҫӑнхи кӑтартусем. 

 

Екатерина Фомина, Ирина Ромадова, Вадим Владимиров, Семен Антонов