Чӑваш Енре Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисене халалланӑ марафон ҫула тухрӗ

Ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ ҫулталӑк Оперӑпа балет театрӗнче старт илчĕ. Унта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче окоп чавнӑ ветерансене те йыхравланă. Хаяр ҫапӑҫусенче пуҫ хунӑ салтаксемпе тылра хӗн курнисене асӑнса пухăннисем пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

Ҫак пулӑма сӑнарласа кунта анлӑ курав йӗркеленӗ. 10 проектортан хатӗрленӗ 40 метрлӑ экран уйрăмах тыткӑнлать. Вӑл вӑрҫӑ саманчӗсен- халӑх нушипе асапне кӑтартать. Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунӑ ҫӗрте вара пирӗн халӑх виҫӗ уйӑх ытла шартлама сивве чӑтса 380 ҫухрӑм тӑршшӗ танксем каҫмалла мар варсем чавнӑ. Пӗтӗмпе 5 миллион кубла метр шӑн ҫӗр хускатнӑ. Ҫавӑн пекех куравра тӗрлӗрен шырав ушкӑнӗсен ӗҫӗпе паллаштаракан экспонатсене курма пулать. Оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче вара чуна ҫӳҫентерсе паттӑрлӑх туйӑмӗ вӑратакан концерт пулчӗ. 

 

 Алексей Енейкин, Вадим Владимиров