Чӑваш Енре республика программипе килӗшӳллӗн районсенче шывпа тивӗҫтерекен тытӑмсене юсаҫҫӗ

Кӑҫал башньӑсемпе скважинӑсене тӗпрен ҫӗнетме  200 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.  Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Ҫӗрпӳ тата Красноармейски районӗсенче ҫак ӗҫ епле пынипе паллашрӗ. 

Чӑваш Енре пин те 300 ытла башньӑпа скважина. Пурне те тенӗ пекех иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш-80-мӗш ҫулӗсенче лартнӑ. Кивелнӗ май час-часах юрӑхсӑра тухнӑ. Ытларах чухне вӗсене халӑх укҫипе йӗркене кӗртме тивнӗ. Пӗлтӗр вара шыв башнисене бюджет шучӗпе юсама йышӑннӑ. Ҫӗрпӳ районӗ, сӑмахран, 34 миллион тенкӗ тивӗҫнӗ. Ҫак укҫапа 29 проекта ӗҫе кӗртмелле. Янсакассинче пурӑнакансем те патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курма васканӑ. Шыв башнине кунта 1977-мӗш ҫултах вырнаҫтарнӑ, анчах унта электричество ҫитерейменнипе унпа  усӑ курайман. Ҫынсем пусӑран шыв ӑсса пурӑннӑ.   

 

Екатерина Фомина, Николай Скворцов