Чӑваш Енре пӗрремӗш шартлама сивӗсем пулчӗҫ

Тӑрук сивӗтсе пӑрахнӑран хӑшпӗр йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ: транспорт чарӑнса ларнӑ,  кӗҫӗн классенче вӗренекенсем шкула кайман. 

Ӗнер Трактор тӑвакансен проспектӗнче троллейбуссем чарӑнса ларнӑ. Кун пирки хулара пурӑнакансем социаллӑ тытӑмсенче ҫырса пӗлтернӗ. Пӑтӑрмахӑн сӑлтавӗ -  лини шӑнни. Троллейбуссем Бауман чарӑнӑвӗнчен пуҫласа 56-мӗш шкул таран пӑкӑра тӑнӑ. Ҫакна пула ачасем шкула, аслисем ӗҫе юлса ҫитнӗ. 9 сехет иртсен тин лару-тӑру йӗркеленнӗ. Ҫанталӑк тӑрук сивӗтнӗрен тӑм илнипе васкавлӑ пулӑшу чӗнекен йышланнӑ. Иртнӗ талӑкра тухтӑрсем 8 ҫынна пулӑшу кӳнӗ. Солярка шӑнса ларнине е бензин пӗтнине пула, ҫавӑн пекех аккумулятор ӗҫлеме пӑрахнипе машинсем чарӑнса ларнӑ. Ҫул-йӗр патшалӑх инспекторӗсем вӗсене пулӑшу кӳнӗ, тӗттӗмре ҫуран утакансене киле леҫнӗ.


 
Алена Артемкина, Татьяна Самсонова, Диана Иванова, Владимир Синдеев, Семен Антонов