Чӑваш Енре пӗрремӗш хут "Рождественский вертеп" ятлӑ конкурс иртрӗ

Ӑна Савватий митрополит пехилӗпе йӗркеленӗ. Раштав уявӗ хыҫҫӑн чуна ҫемҫетекен илемлӗ ӗҫсен ҫӗнтерӳҫисене Шупашкарта чысларӗҫ.

Чи савӑнӑҫлӑ чиркӳ уявӗсенчен пӗри - ҫутӑ Раштав. Православи тӗнне ҫирӗп ӗненекенсем ҫӗнӗ ҫулпа та пӗрне-пӗри ҫак кун кӑна саламлама пуҫлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫак уява тулли кӗрекере тӑвансене пухса кӗтсе илме тӑрӑшаҫҫӗ. Чиркӳсенче вара кашни ҫулах раштава хатӗрленсе Христос ҫуралнине халалланӑ композицисем тӑваҫҫӗ. Уйрӑмах иртен-ҫӳрене юртан тунӑ кӳлепесем тыткӑнлаҫҫӗ. Ҫак илемлӗ ӗҫсен конкурсне икӗ номинаципе ирттернӗ. Пӗрремӗшӗ - чиркӳ картишӗнчи капӑр композици, иккӗмӗшӗ - сӗтел ҫинчи вертеп".

 

Алексей Енейкин, Зинаида Паршагина, Виктор Степанов