Чӑваш Енре Мускавпа Хусана ҫыхӑнтаракан аслӑ ҫул проектне халӑхпа сӳтсе яваҫҫӗ

Пысӑк ӗҫ палӑртса хурсан ҫивӗч ыйтӑвӗсем те ҫине-ҫинех тупӑнса пыраҫҫӗ. Кӑҫал "Мускав-Чулхула-Хусан" пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ Мӑ-12 ҫулӑн Чӑваш Ен урлӑ иртекен лаптӑкне сарма пуҫласшӑн.

Ҫӗмӗрле районӗнче Чӑваш Республикинчи Обществӑлла палата пуҫарӑвӗпе аслӑ ҫул тӑвассине халӑхпа сӳтсе яврӗҫ.

4 йӗрлӗ, пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ ҫул Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш, Тӑвай районӗсем урлӑ иртмелле. Унӑн тӑршшӗ 94 ҫухрӑма яхӑн. Проектпа килӗшӳллӗн Сӑр ҫийӗн кӗпер, 132 шыв пӑрӑхӗ хывмалла, 50 ытла каҫӑ тата тискер чӗрчунсем каҫса ҫӳремелли вырӑнсем тумалла. Пирвайхи хатӗрленӳ ӗҫӗсем пуҫланнӑ та. Хӗрлӗ Октябрь ялӗнче пурӑнакансене хӑйсен тӑрӑхӗнчен пулас ҫул валли хӑйӑр кӑларма карьерсем чавасси пӑшӑрхантарать.Тыр-пул кашлакан уйсене тӗп тӑвиччен мӗншӗн Сӑр тата Атӑл хӑйӑрӗпе усӑ курас мар?  Анчах проектра материала 30 ҫухрӑмран аякран турттарса килме юраманнине палӑртнӑ. Комсомольски районӗнчи Дубовкӑри сунар хуҫалӑхӗнчен чӗр чунсен тӗнчине сиен кӳресрен пӑшӑрханса килнӗ.

 

Алиса Александрова, Семен Антонов