Чӑваш Енре кӑҫал 29 миллион долларлӑх ял хуҫалӑх продукцийӗ чикӗ леш енне ӑсатнӑ 

Ку вӑл иртнӗ ҫултипе танлаштарсан 30 процент ытларах. Ытти ҫӗршывра пирӗн тӑрӑхра туса илекен аш-какая, сӗт-ҫӑва, пахча-ҫимӗҫе, ҫу паракан культурӑсене, пылака хапӑллаҫҫӗ. 

Ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗпе тӗплӗнрех Ял хуҫалӑх министрӗ  Сергей Артамонов Обществӑлла палата пайташӗсемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра паллаштарчӗ. "Ҫавра сӗтел" тавра пуҫтарӑннисем ҫулталӑкри ҫитӗнӳсемпе пӗрлех ҫитменлӗхсене те сӳтсе яврӗҫ. Обществӑлла палата хастарӗсене хушма хуҫалӑха, ялсене аталантармалли программа мӗнлерех пурнӑҫланса пыни кӑсӑклантарчӗ. Ҫавӑн пекех хуҫалӑхсене тӗрев памалли майсем ҫинчен калаҫрӗҫ. Патшалӑхран тивӗҫнӗ укҫа-тенкӗпе тӗрӗс усӑ курасси те тимлӗхсӗр юлмарӗ.  

 

Леонид Петров, Михаил Солин