Финанс пӗлӗвӗпе ҫыхӑннӑ проект вӗренӳ учрежденийӗнче 5-мӗш ҫул пурнӑҫланать. Ҫак хушӑра шкулта вун-вун тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттернӗ. Ятарлӑ онлайн-платформӑра ачасем уроксем итленӗ, викторинӑсемпе квестсене хутшӑннӑ. Ҫак кунсенче шкул алӑкӗсем тӗрлӗ банкра, ытти пӗрлешӳре ӗҫлекенсемшӗн уҫӑ пулчӗҫ. 3-мӗш, 9-мӗш, 10-мӗш классемпе тӗлпулусем ирттерчӗҫ вӗсем. "Ҫемье бюджетне перекетлӗн тӑкаклани" темӑна, сӑмахран, 9-мӗшсемпе сӳтсе яврӗҫ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров