Чӑваш Енре covid.cap.ru портал ӗҫлеме пуҫларӗ

Коронавирус пуррипе ҫуккине палӑртакан тест кӑтартӑвӗсене малашне интернетри ятарлӑ порталта вырнаҫтарӗҫ. Вӗсене тухтӑр кӑна мар, пациент та  кӗрсе пӑхма пултарать. 

Тухтӑрсен сӑмахӗпе, коронавируспа кашни хӑйне майлӑ чирлет. Пӗрине вӑл ураран ӳкерет пулсан, тепри ҫӑмӑллӑнах чӑтса ирттерет. Хӑш-пӗр чухне ҫыннӑн нимӗнле чир палли те ҫук. Ҫапах теприне вӑл вирус ертме пултарать. Ковид пуррипе ҫуккине палӑртас тесе ПЦР-мелӗпе анализ тӑваҫҫӗ. Ҫакна валли терапевтран ятарлӑ направлени илмелле. Тест кӑтартӑвне нумай кӗтмелле мар. Вӑл икӗ кун хушшинче паллӑ пулать.

 

Алёна Артёмкина, Игорь Ульянов