Чӑваш Енре ҫамрӑк ӑстасен шкулӗ ӗҫлеме пуҫларӗ

Республикӑри ача-пӑча библиотекинче ҫамрӑк тӗрӗҫӗсем валли пӳлӗм уйӑрса панӑ, кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ - кунта ал ӗҫне кӑмӑллакансен ятарлӑ шкулӗ уҫӑлнӑ. Ӑна "Аннесен эрешӗ" проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Программа Раҫҫей президенчӗн гранчӗ пулӑшнипе пурнӑҫланать. Ҫакӑн валли пӗр миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Любовь Вазюкова чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗсене ачасене уҫса парасси хӑйӗн тивӗҫӗ тесе шутлать. Ӑна юратнӑ ӗҫӗн пуласлӑхӗ шухӑшлаттарать. Маҫтӑр 42 ҫул ӗнтӗ халӑх пуянлӑхне упраса хӑварссипе тӑрӑшать. Вӑл Тӗрӗ музейӗнчи шкулта та ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ, вун-вун хӗрарӑма чун киленӗҫӗ тупма пулӑшнӑ. Халӗ "Аннесен эрешӗсем" проекта хаваспах хутшӑнать. Ун патне хулари 20-мӗш шкулти 5-мӗш класра вӗренекенсем килме кӑмӑл тунӑ. Пурӗ 15 хӗр ача. Проект 3 тапхӑртан тӑрать. Ачасене ал ӗҫне уроксенче хӑнӑхтарса пынипе танах кунта тата онлайн тӗлпулусем те ирттерӗҫ.

 

Елена Дмитриева, Надежда Александрова, Михаил Солин