Ку вӑл професси пӗлӗвне пур енлӗн кӑтартмалли чӑн-чӑн экзамен. Ҫирӗп тӗрӗслев вӑхӑтӗнче конкурса хутшӑнаканӑн кашни утӑмне сӑнаҫҫӗ тесен те юрать. Хальхи саманара специалистсен ӗнесене пӗтӗлентермелли ҫӗнӗ йышши меслетсене ӗҫре усӑ курма пӗлмелле. Выльӑха мӗнле технологисене тӗпе хурса ӑнӑҫлӑ ӗрчетмеллине кӑтартса, каласа памалла. "Паянхи кун чӗрчуна искусствӑлла майпа йӑх тӑсма пулӑшасси республикӑра аван аталанса пырать", - теҫҫӗ Ял хуҫалӑх министерствинче. Конкурсри 2 ҫӗнтерӳҫӗ Удмуртире иртекен Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнӗҫ. Хальхинче ҫак чыса Шупашкар районӗнчи Елена Николаева операторпа Чӑваш патшалӑх ветеринари службинчи ветеринар Елена Егорова тивӗҫрӗҫ.
Алиса Александрова, Игорь Ульянов