Чӑваш Енӗн сумлӑ ҫыннисемпе анимаци урлӑ паллаштарӗҫ

Шупашкарти мультфильм ӳкерекен студи Раҫҫей ҫамрӑкӗсен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен агентствӑн грантне тивӗҫнӗ. Ятарлӑ пулӑшупа усӑ курса пӳлӗм тара илнӗ, кирлӗ хатӗрсем туяннӑ. 

Шкул ачисене мультфильм ӑсталӑхӗпе паллаштаракан проекта Павел Ивановпа Роман Андреев пуҫарнӑ. Унта 12 ҫултан иртнӗ 20 ача хутшӑнать. Ҫамрӑксен чӑваш халӑхӗн ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем ҫинчен 5 мультфильм ӳкермелле. Пултарулӑх ӗҫне кӳлӗниччен ачасем историпе паллашаҫҫӗ. Пулас сӑнар пирки кӑсӑклӑ самантсем тӗпчесе пӗлеҫҫӗ. Унтан илӗртӳллӗ те кӑткӑс ӗҫе пуҫӑнаҫҫӗ. Хӑйсен аллипе кадр хыҫҫӑн кадр туса мультфильм хатӗрлесси вӗсене чӑннипех тыткӑнлать.

 

Алексей Енейкин, Наталия Егорова, Семен Антонов