Чӑваш Ен "Вкусы России" пӗрремӗш наци конкурсӗнче  хутшӑнать

Унта республика харӑсах темиҫе продукци тӑратнӑ. Вӗсенчен пӗри- шӑрттан. 

Чӑвашӑн сӗтелӗ ҫинче вӑл темиҫе ӗмӗр каяллах сумлӑ вырӑнта пулнӑ. Халӗ те пысӑк уявсем, ҫемьешӗн пӗлтерӗшлӗ кунсем тӗлне ҫак апата пӗҫереҫҫӗ. Ывӑлне салтака ӑсатнӑ чухне, сӑмахран, 2 шӑрттан хатӗрленӗ. Пӗрне ҫула тухма, теприне килте хӑварнӑ. Ашшӗ-амӑш упраса пурӑннӑ юр-вар пӑсӑлман чухне ачисем те тӗрӗс-тӗкел ҫӳренине ӗненнӗ. Наци апачӗн пӗрремӗш конкурсӗнче те чӑваш апачӗ тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнассинче иккӗленӳ ҫук. 

 

Алиса Александрова, Дарья Паскарюк, Вадим Владимиров