Чӑваш Ен "Своё.Родное" цифра платформипе хастар усӑ куракан 10 регион йышне кӗнӗ 

Ку вӑл ял хуҫалӑх продукцине туса илекенсем валли йӗркеленӗ онлайн лавкка. 

Ҫак проекта Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗ фермерсене суту-илӳ тума ҫӑмӑлрах пултӑр тесе хатӗрленӗ. Пысӑк суту-илӳ лавккисен сентрисем ҫине вӗсене лекме йывӑртарах. Кунта вара туянаканпа тӳрремӗн ҫыхӑну тытма май пур. Хальлӗхе платформӑра пирӗн республикӑри 26 ял хуҫалӑх предприятийӗ хӑйсем пирки пӗлтернӗ. Тӗрлӗ юр-вар сӗнеҫҫӗ вӗсем:  сыр, сӗт-ҫу, аш-какайран хатӗрленӗ ҫимӗҫ, пулӑ, пыл, чей. "Своё.Родное" платформӑра кӑмӑл тӑвакан кашни фермер регистрациленме пултарать. Унта хӑй туса илекен продукци пирки хыпар вырнаҫтармалла, сӑн ӳкерчӗк, видео пулсан аван. Ҫак онлайн лавкка "Своё.Фермерство" экотытӑм йышӗнче ӗҫлет. Унта ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем ҫавӑн пекех хӑйсене кирлӗ тавар та тупма пултараҫҫӗ: удобрени, вӑрлӑх, выльӑх апачӗ, техника тата ытти те.

 

Екатерина Фомина