Чӑваш чӗлхи интернет уҫлӑхӗнче халӗ ыттисемпе тан

"Чӑваш халӑх сайтне" йӗркелесе янӑ Николай Плотниковпа унӑн ушкӑнӗ тӑрӑшнипе нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче "Яндекс. Куҫаруҫӑ" сервиса чӑваш чӗлхине кӗртме мехел ҫитрӗ.

Хальлӗхе унта 300 пин мӑшӑр предложени.

 

Николай Плотников пуҫарнипе йӗркеленӗ ушкӑн тӑван чӗлхемӗршӗн чӑннипех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тӑвать. Кӳршӗри тутарсем, сӑмахран, 5 ҫул каяллах ку енӗпе тӗслӗх кӑтартма тытӑннӑ, вӗсем хыҫҫӑн удмуртсем, пушкӑртсем, ҫармӑссем (ту енчисем те, хир енчисем те) "вӑраннӑ". 2016-мӗш ҫулти кӗркунне тӗлне чӑвашсем те ҫӗр пин мӑшӑр хатӗрлесе ӗлкӗрнӗ, иртнӗ ҫул вара проект авторӗсем Яндекс куҫаруҫипе ҫыхӑннӑ.

 

Марина Карягина, Семён Антонов