Чӑваш ҫамрӑкӗсем те, ытти ентешсем те унӑн яланхи хӑнисем 

Питӗр хулинче пурӑнакан Анатолий Рыбкин художник вӗренекенӗсемпе курнӑҫсах тӑрать.

Ҫӗршывӗпех килте ларнӑ тапхӑра тӑван ялӗнче, Чӑваш Енри Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ирттернӗ Анатолий Рыбкин Питӗре таврӑннине пӗлсенех ентешсем ун патне шӑнкӑравлама пуҫларӗҫ: хулари чӑвашсен культура пӗрлӗхӗн пайташӗсем те, студентсем те. Пӗрремӗш хӑна - Патӑрьелте ҫуралса ӳснӗ Вадим Матросов. Художник чылай ҫул пӗр-пӗринпе тӑтӑш курнӑҫса тӑракан тусне тӑван тӑрӑхра ҫырнӑ ҫӗнӗ ӳкерчӗкӗсене кӑтартма тытӑнать. Икӗ уйӑх ҫурӑ ялта ӗҫлесе пурӑннӑ Анатолий Петровичӑн хайлавӗсем самаях хулӑн тӗркене пуҫтарӑннӑ: 30 ытла этюд.

  

Марина Карягина, Владимир Синдеев