Чӑваш автономи юбилейне халалланӑ "Ҫӗрҫуллӑх марафонӗ" Елчӗк районне ҫитрӗ

Кун пек уявсем маларах Улатӑр, Шӑмӑршӑ тата Патӑрьел тӑрӑхӗсенче иртрӗҫ.

Ҫӗрҫуллӑх марафонӗ районти культура ҫуртӗнче уҫӑлчӗ. Вырӑнти ансамбльсем хӑнасене фойеренех юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Сцена ҫинче вара малтанах Елчӗкпе Патӑрьел район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем тухрӗҫ. Рудольф Селиванов Николай Миллина марафон паллине пачӗ.

 

Алексей Енейкин, Артур Галкин, Олег Цыпленков