Хӗрлӗ тӳрем сӑн-сӑпачӗ тӗпрен улшӑннӑ. Лаптӑка халӗ хӑйнеевӗрлӗ кану вырӑнӗсем, чуччусем, саксемпе пукансем, кӳлепесем, ҫутӑллӑ-кӗвӗллӗ фонтансем илем кӳреҫҫӗ. Кӳлемӗшпе Хӗрлӗ тӳреме "Чӑваш Ен - Атӑл чӗри" программӑна тӗпе хурса реконструкциленӗ. Строительсем 6 гектар ытла лаптӑка йӗркене кӗртнӗ, кӗске вӑхӑтра нумай ӗҫ тунӑ. Ҫӗр айӗнчи кивелнӗ коммуникаци тытӑмне улӑштарнӑ, асфальт вырӑнне гранит плитисене сарнӑ. Лаптӑкӑн чи илемлӗ объекчӗсенчен пӗри вара - кӗвӗ ҫеммипе тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑпа ҫутатакан фонтан.
Елена Дмитриева, Елена Михайлова, Никита Углев