Пухӑннисем малтанах патшалӑх истори музейӗ хатӗрленӗ стендсемпе паллашма пултарчӗҫ. 85 ҫул каялла йӗркеленӗ Аслӑ Канаш йышӗнче 29 рабочи, 41 колхозник, 26 служащи тата интеллигентсем пулнӑ.
Депутатсен йышӗнче ҫавӑн пекех Социализмла Ӗҫ геройӗсем тата Совет Союзӗн тӗрлӗ наградине илнисем те. Аслӑ Канаш Президиумӗн пӗрремӗш председателӗ Зоя Андреева пулнӑ. Вӑл унччен ялта учительте тӑрӑшнӑ. Ун хыҫҫӑн Дмитрий Митьков, Тимофей Ахазов, Семен Ислюков, Александр Петров, Анатолий Леонтьев, Эдуард Кубарев ҫак тивӗҫе пурнӑҫланӑ. Паянхи кун вӗсенчен Александр Петров кӑна чӗрӗ-сывӑ. Раштав уйӑхӗнче вӑл 90 ҫул тултарать. 1994 ҫулта Чӑваш Патшалӑх Канашӗ йӗркеленет, Аслӑ Канашӑн ӗҫне малалла тӑсать. Саккун кӑларакан ҫӗнӗ тытӑмра унчченхи 10 депутат хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Паян Патшалӑх Канашӗн йышӗнче 6 парти.
Надежда Александрова, Димитрий Макаров