Ҫӗршыври лӑпкӑ мар лару-тӑру вӗренӳ тытӑмне витӗм кӳнӗ

Шкул ачисене, студентсене килтен тухмасӑр вӗрентеҫҫӗ, уроксем онлайн иртеҫҫӗ. 

Ачасен ҫуркуннехи каникулӗ ерипен килти вӗренӗве куҫрӗ. Иккӗмӗш эрне учительтен социаллӑ тытӑмсем урлӑ тӗрлӗ хӑнӑхтару илсе класри ӗҫе те, килтине те хӑйсем тӗллӗн тӑваҫҫӗ ачасем. Вӗрентекен вырӑнӗнче - ашшӗ-амӑшӗ е пиччӗш-аппӑшӗ. Кӗнеке вулассине те, ал ӗҫне те, ӳкерессипе музыкӑна та, физкультурӑна та программӑпах туса пымалла. Кашни урока пӗтӗмлетсе электрон е видеоҫыру ярса памалла. 
Ҫуллахи каникула та ачасем халиччен пулнӑ графикпех кайӗҫ. 9-мӗшсен Тӗп патшалӑх экзаменӗпе 11-мӗшсен Пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗсене   вара ҫӗртме уйӑхне куҫарнӑ. 

 

Алиса Александрова, Семен Антонов