Ҫӗршывра 29-мӗш хут Раштав вулавӗсем иртеҫҫӗ

Чӑваш Ен унта 10-мӗш ҫул хутшӑнать. Чӑваш митрополийӗ Культура тата Вӗренӳ министерствисем пулӑшнипе йӗркелекен ӗҫ-пуҫ кӑҫал халӑха ытти чухнехи пек йышлӑ пухаймасан та, Раштав вулавӗсен пӗлтерӗшӗ ӳссе кӑна пырать. 

Кӑҫал ӑна Александр Невский ҫветтуя халалланӑ. 13-мӗш ӗмӗрте пурӑннӑ Аслӑ кнеҫ ҫӗршыва йывӑр вӑхӑтра тутар-мӑнкӑлсенчен упраса хӑварма пултарнӑ. Ҫавӑн пекех православи тӗнне ҫирӗплетнӗ. Пурнӑҫран уйрӑлсан та халӑха тӗлӗнтерме пӑрахман вӑл. Вилнӗ хыҫҫӑн тепӗр 117 ҫултан Александр Невскийӑн вил тӑприне хускатакансем ҫар пуҫлӑхӗн ӳчӗ ҫӗрменнине асӑрханӑ. Ун хыҫҫӑн 166 ҫултан ӑна ҫветтуйсен йышне кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтранпах Аслӑ кнеҫ Раҫҫей патшалӑхӗн хӳтӗлевҫи шутланать.

 

Алексей Енейкин, Зинаида Паршагина, Виктор Степанов