Ҫӗрпӳри нумай функциллӗ центр ҫӗнӗ ҫурта куҫрӗ 

Талӑкне кунта 100-е яхӑн ҫынна  пулӑшма пултараҫҫӗ. Патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсемпе "пӗр чӳрече" мелӗпе тивӗҫтереҫҫӗ.  

Центрта кӳрекен патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен шучӗ 120 ытла. Вӗсен йышӗнче харпӑрлӑха регистрацилесси, паспорт-права тутарасси, пропискӑна тӑрасси. Ҫавӑн пекех ача-пӑча пособийӗ илме заявлени те йышӑнаҫҫӗ кунта. Ҫурта ҫӗнетме пурӗ 8 миллион та 240 пин тенкӗ ытларах усӑ курнӑ, вӗсенчен миллион та 300 пин тенкине Ҫӗрпӳ районӗн хыснинчен уйӑрнӑ.

 

Надежда Александрова, Вадим Владимиров