Ҫӗрпӳ районӗнчи вӗренекен Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтерсе 1 миллион тенкӗ грант тивӗҫнӗ

Иван Иванов пӗтӗм Раҫҫейри "Аслӑ перемена" конкурсра ҫӗнтернӗ. Финал нумай пулмасть Артекра иртнӗ.  

11-мӗш класра вӗренекен Иван мӗн ачаран кӗнеке вулама  тата тем те пӗр ӑсталама юратнӑ. Ӑна яланах математикӑпа техника кӑсӑклантарнӑ. Ҫак туртӑм ӑна кукашшӗнчен куҫнӑ теҫҫӗ. Александр Николаевич нумай ҫул ял хуҫалахӗнче инженерта тӑрӑшнӑ. Хӑйӗн манукӗпе пӗрле вӗсем радиоприемниксем юсаҫҫӗ, тӗрлӗ хатӗр пуҫтараҫҫӗ.  Темиҫе ҫул каялла вара тимӗр-тӑмӑртан чӑн-чӑн мопед ӑсталанӑ. "Аслӑ перемена" конкурса каччӑ тӗплӗ хатӗрленнӗ. Тупӑшу  ҫу уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Унта пӗтӗм Раҫҫейрен шкул ачисем хутшӑннӑ.  Пандемине пула конкурс инҫет мелпе иртнӗ. 

 

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров