Ҫӗр улми туса илекенсем Комсомольски районӗнчи хуҫалӑх ӗҫӗпе паллашрӗҫ 

Пысӑк тухӑҫлӑ тата паха ҫӗр улми ӳстерес тесен мӗн тумалла? Ҫак ыйтӑва республика ертӳҫи ял хуҫалӑх министрӗпе тата иккӗмӗш ҫӑкӑра ӳстерекен хуҫалӑхсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура сӳтсе яврӗ.

Каҫал тӑрӑхӗнчи Йӑлмахвари ҫӗр улми ӳстермелли ҫак теплицӑна ҫулла хута янӑ. Ӑна чир-чӗре парӑнман пысӑк тухӑҫлӑ вӑрлӑх туса илес тӗллевпе тунӑ. Хальччен паха ҫӗр улмие ытти тӑрӑхран туяннӑ. Ҫак тӑкака шута илсе Комсомольски районӗнчи "Ҫӗр улмие мухтав" хуҫалӑхра ҫӗнӗлле ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пек теплица хальлӗхе ҫӗршывра та 3 кӑна. Унӑн усӑллӑ лаптӑкӗ 15 сотӑй. Халӗ кунта утӑ уйӑхӗнче лартнӑ пӗрремӗш ҫимӗҫе пухма хатĕрленеççĕ. 

 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров