Ҫӗр ӗҫченӗсем ҫуракине хатӗрленес ыйтусене сӳтсе яврӗҫ

Паянхи кун тӗлне республикӑри хуҫалӑхсенче ҫураки валли 49 пин тонна яхӑн вӑрлӑх хатӗрленӗ.

Ку вӑл кирлин 99 проценчӗ. Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнчи специалистсем ытларах пайне тӗрӗсленӗ ӗнтӗ. 74 проценчӗ - кондицие ларнӑ. Агрономсем, хуҫалӑх ертӳҫисемпе фермерсем вӑрлӑх ыйтӑвне республикӑри канашлӑва пухӑнса сӳтсе яврӗҫ.

 

Алиса Александрова, Семен Антонов