Ҫӗр ҫулта иккӗ-виҫҫӗ ҫуралма пултаракан тӗлӗнтермӗш 

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей тата Чӑваш халӑх артисчӗн Нина Яковлеван ҫавра ҫулне паллӑ турӗҫ. 

80-ри артист сцена ҫине ҫӑмӑллӑн, акӑш пек шуса тухрӗ. 45 ҫул каяллах республикӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ, тепӗр 4 ҫултан Чӑваш халӑх артисчӗ, тата 3 ҫултан РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, унтан Раҫҫей халӑх артисчӗ пулса тӑнӑ, "Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" тата Туслӑх орденӗсене тивӗҫнӗ Нина Яковлевана ҫӗнӗ ҫитӗнӗвӗсемшӗн мӗнпе чысламаллине те пӗлмелле мар. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫулӗсене пӑхмасӑр хӑйне пӗрмай тӗрлӗ енчен кӑтартса тӗлӗнтерекен сцена ӑстине Республикӑн Хисеп хутне парса саламларӗ.

 

Марина Карягина, Семен Антонов