Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче кӗҫӗн классене кунне пӗрре тӳлӗвсӗр апатлантарма пуҫланӑ. Ҫавна май федераци бюджетӗнчен республикӑна 244 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Чӑваш Енре 60 пин ытла вӗренекене вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ, вӗсенчен ҫурри - Шупашкарти шкулсенче пӗлӳ илекенсем. Пирӗн тӑрӑхра кӑнтӑрлахи апат 53 тенке кайса ларать.
Ирина Николаева, Юрий Марков