Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Раиса Михайлова тыл ветеранӗ 95 ҫул тултарчӗ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чухне вӑл 13-ре пулнӑ. Ҫав вӑхӑтри мӗн пур ача пекех унӑн йывӑр ӗҫе кӳлӗнме тивнӗ:  фермӑра пӑрусем пӑхнӑ, авӑн ҫапнӑ, лашапа, вӑкӑрпа ака-суха тунӑ. Каярах тракторпа та ӗҫленӗ. 

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Раиса Андреевнан ашшӗ ялти ытти арҫынсемпе фронта тухса кайнӑ. Амӑшӗ те ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе колхозра вӑй хунӑ. Ҫемьере 6-ӑн ӳснӗ. Асли пулнӑран Раисӑн килти пӗтӗм ӗҫе тума тивнӗ. Шкулта лайӑх ӗлкӗрсе пынӑ пулин те малалла вӗренме май килмен. Раиса Андреевна 1949-мӗш ҫулччен тракторпа ӗҫленӗ. Унтан вӑрҫӑран кӑкӑр тулли орден-медальпе таврӑннӑ ҫамрӑка качча тухнӑ. Мӑшӑр Элӗк районӗнчи Ҫирӗккассинче тӗпленнӗ. 6 ача ӳстернӗ. Самах май, пӗлтӗр Раиса Андреевна ялти ҫӑлкуҫа йӗркене кӗртнӗ, часовня лартнӑ. Ватлӑх канлӗ пулнӑран хӑйне телейлӗ, тет ветеран. Кинемин пӗр кун та ал ӗҫӗсӗр иртмест: тӗрлет, мунчала ӑсталать, чӗнтӗр ҫыхать. Тӗнчене кашнин илемлӗрех те ырӑрах тума тӑрӑшмалла, тет вӑл.


Алена Артемкина, Виктор Степанов