Ҫӗмӗрлери 6-мӗш шкулта тинех вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ 

Ку пӗлӳ ҫуртӗнче столовӑйра юсав вӗҫлейменнипе вӗренӳ ҫулне вӑхӑтра пуҫлайман. Объектри лару-тӑрӑва Республика Правительствинче асӑрхасах тӑраҫҫӗ. Ҫак кунсенче унта Алла Салаева вице-премьер пулчӗ.

Темиҫе кунра строительсем ҫур уйӑхлӑха палӑртнӑ ӗҫе тума пултарнӑ. Подрядчик хушма бригадӑсене явӑҫтарнӑ, шкулта тӑрӑшакансемпе ашшӗ-амӑшӗ те ӗҫе хутшӑннӑ. Апатлану блокӗнче ҫутӑ тытӑмне улӑштарнӑ, урай сарса стенасене плитка ҫыпӑҫтарнӑ. Апат валеҫмелли вырӑна йӗркеленӗ, тӗпел вырнаҫтарма хӑш-пӗр хатӗре кӳрсе килнӗ. Кунта тӗрӗслевпе пӗрре мар килнисем шкул ӑш-чикӗ куҫ умӗнчех улшӑнса пынине каларӗҫ.

 

Алиса Александрова, Вероника Павлова, Владимир Синдеев