Ҫемье патшалӑх панӑ хваттерне пурӑнма куҫаймасть

Тахҫантанпах кӗтнӗ савӑнӑҫпа пӗрле малтанах куҫа курӑнман кӑлтӑксемпе тарӑхма пуҫланӑ вӗсем. Сӑмах Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Коньковсем пирки пырать. 

Кил хуҫи мӑшӑрӗ Вера Константиновна каланӑ тӑрӑх, ҫемьене саккунпа килӗшӳллӗн 97 тӑваткал метрлӑ хваттер те ҫителӗклӗ пулнӑ. Анчах та вырӑнти администраци вӗсене ҫак 3 хутлӑ ҫуртри 150 ытла тӑваткал метрлӑ хваттере пурӑнма янӑ. Ялти пекех хапхаран кӗрсе картишӗнчен тӳрех хӑйсен хваттерне лекме пулать. Ҫак ырлӑха ҫемье пуҫласа ҫулла курнӑ. Савӑнса ҫийӗнчех пурӑнма куҫнӑ. Анчах та, ҫӗнӗ пурнӑҫ Коньковсене кӗтменлӗхсемпе тарӑхтарма пуҫланӑ.

 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров