Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗнче 88-мӗш сезон уҫӑлчӗ 

Ҫак кун чӑвашсен аваллӑхӗ ҫинчен каласа паракан ҫӗнӗ спектакль сцена ҫине тухрӗ. Пьеса авторӗ - Юхма Мишши, режиссерӗ - Вячеслав Оринов, музыкине Лолита Чекушкина ҫырнӑ, художникӗ Валентин Федоров.

Ҫӗнӗ сезона историллӗ хайлавпа, чӑваш халӑхӗн иртнӗ кунҫулне сӑнарланӑ "Чи хаклӑ пуянлӑх" ятлӑ спектакльпе уҫни пӗлтерӗшлӗ - ку Ҫамрӑксен театрӗн репертуарӗнче хамӑр авторсем сумра пуласса шанма май парать. Тӑван халӑхӑн аваллӑхӗ ҫинчен ним те пӗлмен ҫынна ҫак халапӑн тӗп шухӑшне тӳрех ӑнланса илме ансат мар пуль. Тӗрӗссипе, спектакль - чӑваш мӗнле хӑвата пула паянхи кунччен пурӑнса ҫитме, малалла аталанма пултарнин вӑрттӑнлӑхне тӗпчени. Эпир унта хӑйсен пурнӑҫне хӗрхенмесӗр халӑх телейӗпе пуласлӑхӗшӗн кӗрешнӗ паттӑрсен сӑнарӗсене куратпӑр. 

 

Марина Карягина, Николай Семенов