Ҫамрӑксене вӑйлӑ пулма, туслашма пулӑшать

Комсомольски районӗнче салтаксене асӑнса йӑлана кӗнӗ футбол турнирӗ иртрӗ. Ку йӑла каҫалсен 1988-мӗш ҫултанпа пырать. 

Астӑвӑм турнирӗ малтанах ял шайӗнче иртнӗ. Футбол командисене шкул ачисенчен, вырӑнти ҫамрӑксенчен, Афган вӑрҫин ветеранӗсенчен йӗркеленӗ. Шел пулин те, тӑхлан шӑршине туйма тивнисен шучӗ ҫулсерен чакса пырать. Апла пулин те асӑннӑ футбол ӑмӑртӑвӗ пӗрре те чарӑнман. Халӗ вӑл республикӑри турнир шутланать. Тӗл пулу кашни ҫул Явӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан  тӗп шкулта ахальтен мар иртет. Кунтан тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухнӑ виҫӗ салтак хӗсметрен тӑван тӑрӑха таврӑнайман.


 
Леонид Петров