Ҫамрӑксен театрӗнче "Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ" спектакль премьери пулчӗ 

Ӑна Владислав Николаев пьеси тӑрӑх Дмитрий Михайлов режиссер лартнӑ. Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тунисен умӗнче пуҫ тайса хатӗрленӗ постановкӑра шартлама сивӗре, выҫӑллӑ-тутӑллӑ окоп чавнисен терт-нушине сӑнланисӗр пуҫне юрату виҫкӗтеслӗхӗ валли те вырӑн тупӑннӑ. 

Хӳтӗлев чиккине тунӑ ҫӗрте ытларах хӗрарӑмсемпе ачасем пулнӑ. Яш ӗмӗрӗ хӑрушӑ вӑрҫӑпа пӗр килнӗ каччӑсемпе хӗрсен выляса кулас вырӑнне йывӑр ӗҫе кӳлӗнме тивнӗ. Анчах та ҫамрӑклӑх, юрату туйӑмӗсем нимӗнле хӗн-хур умӗнче те парӑнман. Драмӑри ӗҫ-пуҫ ҫӗр чавакан ҫамрӑк Хрестин, Хӗрлӗ Ҫар лейтенанчӗ Никон Серов, НКВД сотрудникӗ, патшалӑх хӑрушсӑрлӑх сержанчӗ Герасим Петров тавра аталанать. Ҫав хушӑрах канӑҫ курмасӑр, ырми-канми ӗҫленӗ тапхӑра та кӑтартнӑ спектакльте.

 

Алиса Александрова