Ҫамрӑксен театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Ольга Почалкинӑна аса илеҫҫӗ

Сцена ӑсти пурнӑҫран 7 ҫул каялла вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ. Пултаруллӑ артиста хамӑр республикӑра кӑна мар, Раҫҫейӗн ытти кӗтесӗнче те аван пӗлнӗ. 

Ольга Почалкина 1974-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Нурӑс ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Актер профессине вӑл Питӗрти театр ӳнерӗн патшалӑх академийӗнче алла илнӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрне пултаруллӑ хӗр 1996-мӗш ҫулта килнӗ. Сцена ҫине вӑл пӗрремӗш хут "Эй, ты, здравствуй!" спектакльти Маша Балагуева ролӗпе тухнӑ. Тӳрех куракансен чӗрисене тыткӑнлама пултарнӑ. Хӑйӗн умне анлӑ тӗллевсем лартни, пултарулӑхра хӑйне шырани малӗмӗтлӗ хӗре сцена ӑстисен ретне тӑма май панӑ. Ольга Почалкинӑна пула Ҫамрӑксен театрӗнче манӑҫа туха пуҫланӑ амплуа - травести ҫӗнӗрен вӑй илнӗ. Вӑл ачасен рольне ӑста вылянӑ. Пӗчӗк куракансем те, аслисем те унӑн Золушка, Чӑх чӗппи, Пӳрнеске, Петя тата ытти нумай-нумай роле юратса та кӑмӑлласа йышӑннӑ.

Пултаруллӑ актер хӑйӗн кӗске ӗмӗрӗнче 19 сезонра тӗрлӗ жанрлӑ спектакальсенче 60 ытла роль вылянӑ. Паян Ҫамрӑксен театрӗнче Ольга Почалкинӑна халалласа асӑну каҫӗ иртет. 16 сехетре пуҫланать.


Оксана Верликова, Николай Семенов