Ҫамрӑксен театрӗнче "Чӑнкӑ чӑвашсем шапашкӑра" фильм презентацийӗ пулчӗ 

Ятӗнченех ӑнланма пулать, унта хальхи чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗрне хускатнӑ - ентешсем укҫа ӗҫлесе илме аякка тухса кайни. Чӑн та, ҫак социаллӑ темӑна кулӑш витӗр ҫутатнӑ.  Фильм авторӗ тата режиссерӗ - Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Виктор Петров. 

Фильм сценарипе Виктор Петров виҫӗ ҫул каяллах ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна вӑл тӑтӑшах тӳрлетсе якатнӑ. Виҫҫӗмӗш хут ҫырни кӑна ун  кӑмӑлне тивӗҫтернӗ вара тӳрех ӗҫе пикеннӗ. Виктор Петровӑн фильм ӳкерес опычӗ унччен те пулнӑ. Вӑл калӑпланӑ камитсене чӑваш телевиденипе те кӑтартнӑ. Халӗ вара кино пысӑк экран ҫине тухни автора питӗ хавхалантарнӑ. Камит икӗ сериллӗ - 2 сехет те 20 минут пырать. Арҫынсем мӑшӑрӗсене Мускава ӗҫлеме каятпӑр тесе тухса каяҫҫӗ, хайсем вара пача урӑх ҫӗре ҫул тытаҫҫӗ. Ҫав пӑтӑрмах тавра ӗҫ-пуҫ ҫаврӑнать те…

 

Леонид Петров, Диана Иванова, Семен Антонов