Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем ӗҫтешӗсене фестивале йыхравлаҫҫӗ

Шупашкарта "Атӑл юмахӗ" фестиваль иртӗ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 16- мӗшӗнче пуҫланать те,  эрне пырать. Тӗрлӗ регионти 6 театр хутшӑнать унта. Фестивале коронавирусран  сыхланмалли йӗркесене пӑхӑнса ирттерӗҫ.

Хӑйсен пултарулӑхӗпе Тутар, Пушкӑрт, Мордва, Мари, Чӑваш Республикисен артисчӗсем паллаштарӗҫ. Куракансене пуян программа кӗтет. Ӑна тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсен кӑмӑлне шута илсе хатӗрленӗ. Сӑмахран, пӗчӗккисем валли Мари театрӗ "Мойдодыр" юмах кӑтартӗ, аслӑраххисем вара "Похождения Горюхина" сатирӑлла камите хак пама пултарӗҫ.  "Атӑл юмахӗ" фестивале пирӗн артистсем историллӗ хайлавпа, чӑваш халӑхӗн иртнӗ кун-ҫулне сӑнарланӑ "Чи хаклӑ пуянлӑх" ятлӑ спектакльпе уҫӗҫ.

 

Екатерина Фомина