Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем ачасем валли ҫӗнӗ юмах  хатӗрленӗ 

Чаршав уҫӑличчен куракансене Хӗл Мучипе Юр пике саламларӗҫ. Асамҫӑ-асатте ачасем валли хальхинче хӑйнеевӗрлӗ парне - Ҫӗнӗ Ҫул юмахӗ илсе килнӗ. 

"Белоснежка и 7 гномов" спектакль  туслӑх, юрату, тӗрӗслӗх вӑйӗ ҫинчен. Вӑрманта аташнӑ Белоснежка гномсем пурӑнакан ҫурт патне килсе тухать. Юратнӑ принцӗ те ӑна ҫавӑнтах шыраса тупать. Спектакле лартнӑ Дмитрий Михайлов режиссёр хальхинче сцена курӑмне ҫӗнӗ варкӑш кӗртес тенӗ.  


Алиса Александрова, Николай Семёнов