Билет килтен тухмасӑр туянма пулать 

Шупашкарти Тӗп вокзал ӗҫ йӗркине улӑштарнӑ.

Хальхи лару-тӑру тӗп автовокзал ӗҫ-хӗлне те витӗм кӳнӗ. Республикӑри 50 ҫухрӑмран инҫерех маршрутсене пӑрахӑҫланӑ пулин те, регион тулашне автобуссем ҫӳреҫҫӗ - ха. Вокзалта иртнӗ кунсенче ҫын шучӗ палӑрмаллах чакнӑ. Пассажир сахал пулнине пӑхмасӑр, кунта ӗҫлекенсем асӑрхану йӗркине ҫирӗп пӑхӑнаҫҫӗ. Кашни кӗрекен - тухаканӑн ӳт-пӳ температурине тепловизрпа тӗрӗслеҫҫӗ, антисептик сапаҫҫӗ. Касса яланхи йӗркепех ӗҫлет. Билет туянакансем черетре пӗр-пӗринпе ҫывӑхра тӑрасран ятарлӑ йӗрсем палӑртнӑ.


Леонид Петров, Вадим Владимиров