Аваллӑхран пуҫласа паянхи кун таран

Вӑхӑт юххипе вӗренӳ тытӑмӗ те улшӑнанса пырать. Ҫакна Шупашкарта иртнӗ вӗрентекенсен форумӗнче йӗркеленӗ курав та аван сӑнларӗ.

Пур хулапа районтан та пухӑннӑ учительсемпе воспитательсем, наука ҫыннисем пӗлу парас ӗҫри ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Форума 900-е яхӑн ҫын хутшӑнчӗ. Педагогсене саламлама Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫитрӗ. Вӑл пухӑннисене пӗлӳпе воспитани парас ӗҫре тӑрӑшнӑшӑн тав турӗ.

 

Алена Артемкина, Семен Антонов