Аслисене те, ачасене те вакцинаци пункчӗсене йыхравлаҫҫӗ

Ҫӗршывра каллех коронавирус "пуҫ ҫӗклеме" тытӑннӑ. Чӑваш Енре те иртнӗ талӑкра ҫак чир ернӗ 54 тӗслӗх шута илнӗ. Коллективлӑ иммунитет 11 процент ҫурӑ таран чакнӑ. Ҫавӑнпа тухтӑрсем хӑрушсӑрлӑх, вӑл шутра вакцинаци пирки аса илтереҫҫӗ.

Республикӑра маска йӗркине пӑрахӑҫланӑранпа икӗ уйӑх та ҫитмерӗ, халӗ каллех ҫавӑн патне таврӑнасси пирки калаҫаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Чӑваш Енре коронавирус ернӗ 330 яхӑн тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Йывӑр аптрасран вакцинаци хӑтарма пултарать. Халӗ ҫапла майпа ачасене те хӳтӗлеҫҫӗ. Ку таранччен вӗсем ҫӗнӗ чире ҫӑмӑлрах чӑтса ирттереҫҫӗ тесе шутланӑ. Анчах та вирус та улшӑнса пырать. Ҫавӑнпа вакцина ҫамрӑксене те кирлӗ. Эмел усси тата хӑрушсӑрлӑхӗ пирки вара иккӗленме кирлӗ мар. Республикӑра 59 вакцинаци пункчӗ ӗҫлет. Ҫавӑн пекех чиртен сыхланас тесен тӑтӑшах алӑ ҫумалли, пӳлӗме уҫӑлтармалли тата халӑх йышлӑ пухӑнакан вырӑнта сахалрах пулмалли ҫинчен асра тытмалла.


Надежда Александрова, Виктория Юдина, Вадим Владимиров