Ӑслӑлӑхпа ҫутӗҫ ӗҫӗнче - 150 ҫул

Наци библиотеки сумлӑ юбилейне ҫитӗнӳсемпе тата пысӑк тӗллевсемпе кӗтсе илет.

Чӑваш республикин Наци  библиотекине ҫавра ҫулпа саламлама  культура тата ӳнер ӗҫченӗсем, тӗрлӗ учреждени ертӳҫисем, ӑсчахсем, ҫыравҫӑсемпе ытти сумлӑ хӑнасем ҫитрӗҫ. "Паян ку библиотекӑна Раҫҫейри чи  лайӑх вулавӑшсенчен пӗри тесе калама пулать, кунта тӑрӑшуллӑ, ӗҫе чунтан парӑннӑ специалистсем тимлеҫҫӗ,"  -  терӗ пуҫтарӑннисене саламланӑ май Культура министрӗ Светлана Каликова. Чӑнах та, учреждени ҫулран ҫул аталанса пырать. Пандеми вӑхӑтӗнче кунти специалистсем ҫӗнӗлле ӗҫлеме пуҫланӑ, инҫет мелӗпе нумай ӗҫ-пуҫ йӗркеленӗ. Паян вулавӑш тӗрлӗ жанрлӑ кӗнекесемпе, хаҫат-журналпа  тивӗҫтернипе пӗрлех  конкурссем, ӑсталӑх сехечӗсем ирттерет, ҫамрӑк ҫыравҫӑсене тӑтӑшах пӗрле пуҫтарать.

 

Елена Дмитриева, Семен Антонов