Аслӑ Ҫӗнтерӳ 75 ҫул тултарнине халалласа Шупашкарта "Паттӑрсен урамӗсем" проект пуҫарнӑ

Авторӗсем - Наталья Николаева тата Алексей Кряжинов. Тӗп хулари чылай урама вӑрҫӑ паттӑрӗсен ятне панине шута илсе вӗсем журнал хатӗрленӗ.

Хӑшӗ-пӗри Шупашкарти ку е вӑл урампа куллен ҫӳрет пулин те, вӑл мӗншӗн ҫав ятпа хисепленнине пӗлмест. Ватти те, вӗтти те паттӑрсене асра тытчӑр тесе пуҫарнӑ ҫак проекта. Ҫавна май шкулсенче тӗл пулусем ирттерме, хисеплӗ ентешсем пирки каласа кӑтартма палӑртнӑ.

Журналта пурӗ 8 паттӑр пирки ҫырнӑ, вӗсенчен 7-шӗ - Совет Союзӗн геройӗсем.

 

Алена Артемкина, Вадим Владимиров