Артистсемпе куракансемшӗн ҫӗнӗ вӑркӑш

Ҫамрӑксен театрӗнче регионсем хушшинчи "Атӑл юмахӗ" фестиваль вӗҫленчӗ. 

Чӑваш, тутар, ҫармӑс, мӑкшӑ тата пушкӑрт спектаклӗсем. Ҫеҫпӗл ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче "Атӑл юмахӗ" фестиваль вӗҫленчӗ. Куракансем тӗрлӗ республикӑри пултарулӑх ушкӑнӗсен хӑйнеевӗрлӗ ӗҫӗсемпе паллашма пултарчӗҫ. Хальхи кӑткӑс майсенче те фестиваль ӑнӑҫлӑ иртрӗ, тесе пӗтӗмлетрӗҫ йӗркелӳҫӗсем. 

 

Владимир Тимофеев, Николай Семенов