Андриян Николаев летчик-космонавта халалласа Шуршӑлта сумлӑ митинг иртрӗ

Республикӑра мухтавлӑ ентеш, Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ Андриян Николаев летчик-космонавт ҫуралнӑранпа 94 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Чӑваш ятне тӗнче уҫлӑхӗ таран ҫӗклеме пултарнӑ паттӑра сума суса тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ иртрӗ.

Тӗнчипе палӑрнӑ космонавта халалласа сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем химиксен хулине пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкартан Андриян Николаевӑн тӑван тӑрӑхне - Шуршӑла велосипедсемпе ҫитрӗҫ.

"Хӗвеллӗ кустӑрмасем" пӗрлешӳри хастарсем кашни ҫулах ҫакӑн пек чупу йӗркелесе мухтавлӑ ентешӗн ҫуралнӑ кунне палӑртаҫҫӗ. Ку йӑлана вӗсем 19 ҫул каялла пуҫарса янӑ. Хальхинче чупӑва 25 спортсмен хутшӑнчӗ. Кунта ҫамрӑксем те, аслӑ ӳсӗмри ҫынсем те, ача садне ҫӳрекен те пулчӗ.

Шуршӑлта ҫак кун сумлӑ хӑна чылай пулчӗ. Вӗсем пурте Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ывӑлне сума суса пуҫтарӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Андриян Григорьевичӑн хӗрӗ - Елена Терешкова та пулчӗ. Вӑл ҫамрӑксене хӑйсен умне лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама ӑнтӑлмаллине, Андриян Николаевран тӗслӗх илмеллине, ун пекех тӑван тӑрӑха юратмаллине каларӗ.

Ҫитес ҫул Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитет. Ҫак сумлӑ пулӑма халалласа республикӑра ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче те тӗрлӗ ӗҫ ирттерме палӑртнӑ.


Оксана Верликова, Вадим Владимиров