Андрей Галкин паллӑ композитор 60 ҫул тултарчӗ

Тӑван республика ӳнерӗнче унӑн хайлавӗсем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Юратнӑ кӗвӗсен авторне саламлама Пукане театрне музыкӑна кӑмӑллакансем, искусствӑпа культурӑра тӑрӑшакансем, ӗҫтешӗсем пухӑнчӗҫ.

Андрей Галкин ҫак театрта музыка ертӳҫи пулса ӗҫлет, спектальсем валли тӗрлӗ хайлав хатӗрлет. Куракансем - вӗсем хушшинче ытларах ача-пӑча - юратаҫҫӗ кунта ҫӳреме. Тӗрлӗ жанрпа ҫырать композитор. Эстрада юрӑҫисем валли нумай юрӑ кӗвӗленӗ, аранжировкӑсем тунӑ. Нумайӑшне халӑхра лайӑх пӗлеҫҫӗ, тӗрлӗ уявра ун кӗввисем тӑтӑшах янраҫҫӗ. Ҫавах та композитор чунӗнче тӗп вырӑнта - классика.

 

Александр Осипов, Михаил Солин.