Ӑнӑҫу - ҫӗнӗлӗхсенчен хӑраман, хальхи технологисене ӗҫе кӗртекен хуҫалӑхсем енче 

Ҫакна Олег Николаев Красноармейски районӗнче пулнӑ май курса ӗненчӗ. "Таябинка" агрофирмӑра, сӑмахран, энӗс е калемпӗр ҫитӗнтереҫҫӗ. 

"Таябинка" агрофирма - районти чи тухӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан хуҫалӑхсенчен пӗри. Кӑҫал пӗрлешӳре усӑ куракан ҫӗр лаптӑкне ӳстернӗ. Пӗтӗмпе кунта 6 пин гектар ҫинче тыр-пул туса илеҫҫӗ. Халӗ хуҫалӑхра хӗрӳ тапхӑр  - ир пуҫласа каҫччен кӗрхи тулӑ выраҫҫӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсене  тухӑҫ савӑнтарать. Хуҫалӑхра вӑрлӑх пахалӑхне пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Специалистсем тӑтӑшах тӗрлӗ тӗпчев ирттереҫҫӗ, ҫӗнӗ технологисем ӗҫе  кӗртеҫҫӗ.  Агрофирмӑн уй-хирӗнче регионшӑн ҫӗнӗ культура та ҫитӗнтереҫҫӗ. Ҫулталӑк каялла, сӑмахран,  эксперимент мелӗпе энӗс - тмин акса хӑварнӑ. 

 

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров